Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗ районти ватӑ шкулсенчен пӗри. Ӑна 1840 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче хута янӑ. Паллах, 172 ҫулхи ӗмӗрӗнче Тури Туҫа шкулӗнчен темиҫе ҫӗр ҫын пӗлӳ илсе тухнӑ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ.
Ҫак шкултан вӗренсе тухса кайнисемпе пӗрлех паянхи кун шкулта вӗренекенсемпе ӗҫлекенсем вара кашни ҫулах унӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫулсерен ҫак кун шкулта самоуправлени кунӗ иртет. Шкулти вӗрентекенсен вырӑнне ачасем йышӑнаҫҫӗ, уроксем параҫҫӗ. Кӑҫал вара ҫак куна урӑхларах ирттерме йышӑнчӗҫ. Шкул ачисемпе пӗрлех уроксене унччен ҫак шкулта ӗҫленӗ ветеран учительсем те ирттерчӗҫ.
Уроксем хыҫҫӑн пӗрлехи (виҫӗ ӑру: хальхи вӗрентекенсем, ачасем, ветеран учительсем) педсовет иртрӗ. Ачасемпе ветерансем ирттернӗ уроксем шкул ачисен кӑмӑлне кайрӗҫ. Малашне те ҫак йӗркене йӑлана кӗртме сӗнчӗҫ.
Патӑрьелти 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхеллӗ шкул программипе вӗрентеҫҫӗ. Ӗнер вара, раштавӑн 5-мӗшӗнче, вӗрентекенсем ҫак шкула «Вырӑс чӗлхеллӗ шкулта чӑваш чӗлхипе литературине ытти предметсемпе ҫыхӑнтарса вӗрентесси» семинара пухӑнчӗҫ. Пурӗ районти 34 учитель хутшӑнчӗ.
1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине пурӗ 10 учитель вӗрентет. Тӗрлӗ меслетпе анлӑ усӑ курса Александрова О.Н., Гаврилова А.Н. (2 классем), Солдатова С.А. (7 класс), Бабаева Е.М., Путякова Н.А. (5 класссем), Сорокина Л.А., Федорова В.Ф. (8 классем), Каллина О.А. (3 класс) вӗрентекенсем 2-8 классенче кӑтартуллӑ уроксем ирттерчӗҫ. Уҫӑ уроксенче пулнӑ ытти учительсем кашни вӗрентекене паянхи кун хатӗрӗсемпе усӑ курнӑшӑн мухтарӗҫ, тӗрлӗ сӗнӳсемпе канашсем парса хӑварчӗҫ. Чӑвашсемпе пӗрлех ытти халӑх ачисем те чӑвашла лайӑх калаҫни хӑнана килнӗ вӗрентекенсен кӑмӑлне кайрӗ.
Семинара килнисем шкул пуҫлӑхне лайӑх кӗтсе илнӗшӗн тав турӗҫ, кунашкал уҫӑ уроксем ирттернине ырларӗҫ.
Чӳкӗн 30–мӗшӗнче Елчӗкри Тӗп вулавӑшра Ухсай Яккӑвне халалланӑ кӗнеке хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртрӗ. «Ячӗ юлӗ ӗмӗре» ятпа кӑларнӑ кӗнекене Елчӗк районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хатӗрленӗ докладсем, сценарисем, урок планӗсем, сӑвӑсемпе юрӑсем кӗнӗ.
Хӑтлавра районти вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин специалисчӗ Максимова А.В., «Елчӗк ен» хаҫат редакци корреспонденчӗ Кириллова В., тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсем, шкул библиотекарӗсем, ачасем, Патӑрьел районӗнчен килнӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ.
Кӗнеке хӑтлавӗ Чӑваш Тӑрӑмӗнчен килнӗ ачасен ушкӑнӗ хатӗрленӗ «Ҫӗр чӗлхи поэчӗ» литературӑпа музыка композицийӗпе пуҫланчӗ. Ухсай пӗтӗм чӑвашӑн наци поэчӗ пулнине Лаш-Таяпари Теренина А.Н. вӗрентекен уҫса пачӗ.
Ухсай Яккӑвӗ Елчӗк районӗнчи Энтепе каччи Н.Фролов сержант ҫинчен те сӑвӑланӑ.
Ыран Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра «Пӗтӗм Раҫҫейри ялти экономика форумӗ» иртӗ. Ӑна иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Вырсарникун вара йӑлана кӗнӗ «Шӑнкӑртам вулавӗсем» 9-мӗш ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ пулӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех кунта ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлӗ. Патӑрьел районӗпе Тутар, Мордва Республикисенчи районсем малашне пӗрле хутшӑнса ӗҫлесси пирки килӗшӳ тума палӑртнӑ. Шӑнкӑртам вулавӗсем программине тӗп сапур мечетӗн 3D форматлӑ интерактивлӑ моделӗн презентацине кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех Бурнаш ячӗллӗ премине тивӗҫнисене чыслӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Йӗпреҫ ялӗнчи пӗлӗт айӗнче вырнаҫнӑ этнографи музйӗнче пулса курчӗҫ. Музей пӗр гектар ҫурӑ ҫӗр йышӑнать. Унта XIX тата XX ӗмӗрсенчи чӑваш ялӗнчи кил-ҫурт таврашне, пӳрт ӑш-чикиисене, чӑвашсем усӑ курнӑ пур хатӗр-хӗтӗре сӑнласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне картинӑсен галерийи, этнографи музейӗ мӗне тарать! Куҫпа курнине мӗнех ҫитейӗ! Ҫулҫӳрев пурин кӑмӑлне те кайрӗ.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗнче пӗрремӗш класра вӗренекенсем паян Анюрова А.В. класс ертӳҫипе пӗрле Кӗнекесен тӗнчинче, тепӗр май каласан — вулавӑшра, хӑнара пулчӗҫ.
Пысӑк та хӑтлӑ залра капӑр стеллажсем ҫинчен пӗчӗк шӑпӑрлансем ҫине ҫӗршер те ҫӗршер кӗнеке йӑл-йӑл кулса пӑхаҫҫӗ пек: «Акӑ пирӗн ҫӗнӗ туссем ҫитрӗҫ! Килӗрех, иртӗрех! Атьӑр, паллашар, туслашар!», — тенӗ библиотека хуҫи. В.Н.Тестова ҫӗнӗ хӑнасене хапӑл туса йышӑнчӗ, кӑтартса, ӑнлантарса пачӗ — вулавӑшпа тӗплӗн паллаштарчӗ.
Мӗн тӗрлӗ кӗнеке ҫук-ши кунта! Ҫӳп-ҫӳхи те, мӑнтӑрри те, пӗчӗкки те, тем пысӑкӑшши те, тӗрлӗ тӗсли, тӗрлӗ ӳкерчӗкли... Кӗнекене шакӑртаттарса вулама пӗлекенсем те пур иккен ачасем хушшинче. Хӑшӗ-пӗри вуласа та кӑтартрӗ.
Хавас кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ пӗрремӗшсем класа. Вулавӑш питӗ килӗшрӗ вӗсене. Кӗҫех акӑ, ҫӗнӗ сукмаксем те хывӑнӗҫ библиотекӑна. Ҫулӗ такӑр пултӑр, вулама юратакансен шучӗ чакса мар, ӳссе пытӑр!
Ӗнер Чӑваш Ене 270 ытла миллион тенкӗ килнӗ, республикӑн ҫурт тӑвӑм министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна «Таса шыв» тӗллевлӗ федераллӑ программӑна пурнӑҫлама куҫарнӑ.
Укҫа-тенкӗпе икӗ проекта пурнӑҫлама усӑ курӗҫ: пӗри — Патӑрьел, Шӑмаршӑ тата Комсомольски районсенче шыв уҫлакан тата ӑна тасатакан системӑна туса пӗтермешкӗн (179 миллион), тепри — Ҫӗрпӳ хулинче кунне 4200 куб метр шыв тасатма пултаракан системӑна хатӗрлеме (91 миллион).
2012 ҫулхи ҫӗртмен 10-11-мӗшӗсенче Патӑрьелти «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра йӑлана кӗнӗ «Акатуй-Сабантуй» уяв иртрӗ.
Кӑҫалхи уява Раҫҫей историйӗн ҫулталӑкне тата района туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак уява Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ, спортра палӑрнӑ вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ. «Ассорти» ташӑ ушкӑнӗ куракансене чӑваш ташшисемпе савӑнтарчӗ. Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ ҫӗр ӗҫӗн йӑли-йӗркине кӑтартса пачӗ (ака-суха тунине, тырӑ акнине, вырса тӑпачӑпа ҫапнине, алапа тырӑ алланине, ал арманӗпе авӑртнине). Ҫӗр ӗҫӗн йӑли–йӗркине кӑтартса паракан хӗрарӑмсен тумӗсене, ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсене курса тӗлӗнекенсем те пайтах пулчӗҫ. Пир кӗпе, сурпан сырса хушпу тӑхӑннӑ, ҫӑпата сырнӑ чӑваш хӗрарӑмӗсем уҫланкӑри хӑнасене Аслӑ Чемен «хуҫалӑхне» йыхравларӗҫ.
Сӑнсем (140)
ҪӖР | 03 |
Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ вӑхӑтлӑх. Кунта эпир хӑнара ҫеҫ. Кашни ҫын юлашкинчен ҫак ҫут тӗнчерен масар ҫулӗпе леш тӗнчене ӑсанать.
Пирӗн вара, ҫӗр ҫинче пурӑнма юлнӑ кашни ҫыннӑн сӑваплӑ тивӗҫӗ – вилнӗ ҫынсене хисеплесе асӑнасси, вӗсене асра тытасси, масар ҫине кайса ун йӗри-тавралӑхне тирпейлесе тӑрасси, масар синчи хӗрессене, палӑксене упрасси, ҫӗнетесси, вӗсен вил тӑприйӗсене тирпейлесе тӑрасси. Нумай ялсенче масар патне пыракан ҫула асфальт е хыт чул сарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах нумай ялсенче ҫак ҫул питӗ япӑх. Унчченхи вӑхӑтра колхозсен вӑйӗпе сарнӑ пулсан, хальхи вӑхӑтра ҫак ҫула тирпейлеме ытларах ял халӑхӗ хӑй тӑрӑшать.
Патӑрьел районӗнчи Вӑтаел ялӗн аслӑ урамне совет саманинче асфальт сарса юлайнӑ пулсан масар патне каякан ҫул питӗ япӑхччӗ.
Кашни ҫулах ҫимӗкре ял халӑхӗпе пӗрлех ютра пурӑнакан Вӑтаел ҫыннисем масар ҫине вилнӗ тӑванӗсене асӑнма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫав кун чылай чухне ҫумӑр ҫунипе масар патне машинӑсемпе пыма ҫав тери йыварччӗ. Ку нумайӑшне пӑшӑрхантаратчӗ. Ҫавӑнпа ютра пурӑнакан Вӑтаелсем пуҫарнипе кӑҫал ҫак ҫула тирпейлеме шутларӗҫ.
Ҫуркунне ҫитсен ял хушшинче, урамсенче тирпей-илем кӗртесси пур ҫӗрте те йӑлана кӗнӗ тейӗпӗр. Ялпа ял хушшинче пухӑннӑ ҫӳп-ҫапсене пухса тирпейлесси вара пур ҫӗртре йӑлана кӗрсе ҫитмен-ха.
Патӑрьел районӗнчи Вӑтаел ялӗ пысӑк ял шутӗнче мар, ҫапах та пӗчӗккисен шутне кӗртме те май ҫук. 189 кил шутланса тӑрать (50 килӗнче никам та пурӑнмасть). Вӗсенче пурӗ 500 ытла ҫын пурӑнать. Ҫак ял ачисем кӳршӗри Тури Туҫа шкулне вӗренме ҫӳреҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш ҫул Вӑтаел ачисем Тури Туҫа ялӗпе Вӑтаел ялӗ хушшинчи тавралӑха тирпей-илем кӗртеҫҫӗ, ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ. Унччен ку ӗҫе колхоз тирпейлесе тӑнӑ, анчах юлашки вӑхӑтра колхозӗ йӑлтах саланнӑ пирки ҫак ӗҫе ачасем хӑйсем ҫине илнӗ. Паллах, пысӑккисем вӗсен хастарлӑхне ырлаҫҫӗ, май пур таран хавхалантарса пыраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |